Ӗнер, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнчи арҫын пахча сухаланӑ чухне снаряд евӗр асӑрханӑ. 30 сантиметр тарӑнӑшӗнче выртаканскер пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Пуҫиле шыравра ӗҫлекенсем ОМОН специалисчӗсене те чӗннӗ. Снарядлӑ пахчапа юнашар пурӑнакансене те вӑхӑтлӑха эвакуациленӗ. Тупнӑ япала зенит пушкин артиллери снарячӗ пулнине палӑртнӑ.
Йӗрке хуралҫисем снаряд Энтриелти пахчана епле лекни пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Кил хуҫи пӳрте 2008 ҫулта туяннӑ иккен. Асӑннӑ лаптӑка маларах вӑл сухаламан. Унчченхи кил хуҫисем халӗ ҫук та-мӗн — вӗсем вилнӗ.
ОМОН специалисчӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, снаряд ҫӗр ӑшӗнче 1943 ҫултанпа выртма пултарнӑ.
Ӑна ӗҫлеттерсе яракан механизм тутӑхса пӗтнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче самолетпа вӗҫме вӗрентекен вӑрттӑн шкул пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче пурӑнакан пӗр арҫын ҫуртран наушник тата пейнтболла вылямалли перчетке ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.
Александр Исаков следователь каланӑ тӑрӑх, килте вӑрӑ-хурах пуррине хӗрарӑм, арҫыннӑн амӑшӗ, сиснӗ. Ку ывӑлӗ килнӗ тесе вӑл ун патне пынӑ. Ывӑлӗ мар иккен, утиял айне темӗнле ӳсӗр арҫын пытаннӑ-мӗн.
Утиял айӗнчи 18 ҫулти каччӑ пулнӑ. Вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Вӑлах тепӗр ҫынсен канистрӑри дизельне тата укҫа вӑрлама пултарнӑ. Каччӑ ун чухне, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫуртсен алӑкне хупманнипе усӑ курса кӗме пултарнӑ.
Чӑваш Енре паян пеликан курнӑ. Ӑна Валерия Никифорова орнитолог Йӗпреҫ районӗнче асӑрханӑ. Кайӑка ларнӑ ҫӗрте ӳкерсе ӗлкӗреймен, анчах вӑл ҫӳл тӳпене хӑпарсан вӑл кадра лекнӗ.
Пеликана курнине орнитологсем хӑпартланса каласа кӑтартнине ӑнланма пулать. Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекинчи ҫак вӗҫенкайӑка пирӗн тӑрӑхра юлашки хутчен 200 ҫул каялла кӑна асӑрханӑ иккен.
2009 ҫулта вара пирӗн тӑрӑхра кӗрен фламинго вӗҫсе иртнине асӑрханӑ. Ку вӑл — архивра ҫырса хӑварнисем тӑрӑх хакласан. Пеликан пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫсе ҫӳрекен кайӑк шутланать. Унӑн йӑва ҫавӑракан чи ҫывӑх вырӑнӗ — Атӑлӑн анат тӑрӑхӗ.
Сунарҫӑсене Чӑваш Енре ҫӑмлӑ чӗрчунсене пеме нарӑс уйӑхӗнчех чарнӑ. Анчах хӑш-пӗр районта кашкӑрсене тытма пӑрахман-ха. Вӗсен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ ҫакӑ.
Кӑҫалхи сезонта Вӑрнар районӗнче 15 кашкӑра персе вӗлернӗ. Унта «тукмак хӳресем» кил хуҫалӑхӗсене час-часах тапӑнаҫҫӗ, килти чӗрчунсене ҫиеҫҫӗ. Кашкӑрсен йышне йӗркене кӗртес тесе вӗсене тытма чарман-ха.
Кашкӑрсем вӑкӑра, сурӑха кӑшласа янӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Сунар вӑхӑтӗнче вӗсем йытӑсене те тапӑнаҫҫӗ. Йытӑ вӗрет ҫеҫ — шӑпланать. Сунарҫӑ вырӑна ҫитнӗ тӗле ҫӑм чӑмакки ҫеҫ юлать.
Кашкӑрсене Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районӗсенче тытнӑ. Вӗсене ҫу уйӑхӗчченех пеме ирӗк панӑ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Питӗрте иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри канашлура РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Чӑваш Ен шкулсем тӑвас енӗпе чи малта пыракан 5 регион йышне кӗнине палӑртнӑ.
Малтисен йышне кӗнӗ регионсем, дотациллӗ пулсан та, ятарлӑ проект пурнӑҫа кӗричченех шкулсем хута янӑ.
Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Чӑваш Республикинче 8 шкул ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем Йӗпреҫ, Патӑрьел, Тӑвай, Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче хута кайнӑ. Пӗтӗмпе 1645 вырӑн ачасем валли хатӗрленӗ.
2015 ҫулта Комсомольски районӗнче шкул хута яма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗччен ӑна туса пӗтермелле.
Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре 32 шкул хута яма, ҫӗнетме палӑртнӑ. Тепӗр 64 шкула юсама та плана кӗртнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи вулавӑша Шупашкарти шкул ачисем Алексей Маресьев Совет Союзӗн Геройӗ пирки пӗлессишӗн пырса ҫитнӗ. Нарспи Васильева таврапӗлӳҫӗ Н.В. Смирнов сержант ячӗллӗ Шупашкарти 33-мӗш шкулта 5-мӗш «а» тата 5-мӗш «б» классенче вӗренекенсене А. Маресьев ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине аса илтернӗ май унӑн патӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи кунсенчен пӗринче унӑн самолетсене персе антарсан малтан вӑл аманнӑ урипе пӗтӗм вӑя пухса, кайран хырӑмпа шуса 18 талӑк хушши фронт лини енне талпӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра йывӑҫ хуппипе, ҫырлапа тӑранкаланӑ. Вӑрманта выртакан вырӑс салтакне Новгород облаҫӗнчи Валдай районӗнчи Плав ялӗнчи ашшӗпе ывӑлӗ вӑрманта халсӑрланса выртнине асӑрханӑ-ха, анчах вӑл сӑмах чӗнменрен нимӗҫ пуль тесе пӑрӑнса утнӑ. Кайран ӑна ҫав ялти икӗ арҫын ача, Сережӑпа Саша, асӑрханӑ. Сашӑн ашшӗ вырӑс летчикне яла илсе кайнӑ. Темиҫе эрне пӑхнӑ ӑна ял ҫыннисем. Тухтӑр пулманнипе кайран госпитале ӑсатнӑ.
Сӑмах май каласан, Нарспи Корниловна хӑй те кӑсӑклӑ ҫын. Вӑл таврапӗлӳҫӗ кӑна мар, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ, Йӗпреҫ поселокӗн хисеплӗ ҫынни.
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче вилекенсен йышӗ Чӑваш Енре сахалланнӑ. Статистсем шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчинчен кӑҫалхи ҫак тапхӑрта ҫын вилесси 3,5 процент чакнӑ. Цифра чӗлхипе тата официаллӑ чӗлхепе каласан, ҫын йышӗ естествӑлла майпа чакнин кӑтартӑвӗ 84-па танлашнӑ. Унчченхи тапхӑрпа танлаштарсан, ку вӑл 168 сахалтарах.
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенчен пӗлтӗрхинчен 2,8 процент ытларах ача ҫуралнӑ: «ҫӗн кайӑксен» йышӗ 2590-пе танлашнӑ. Ҫын шучӗ естествӑлла майпа ӳснӗ хуласен шутӗнче — Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Йӗпреҫпе Красноармейски районӗсем.
Вилекенсен шучӗ — 2674. Ҫынсен 43 проценчӗ юн ҫаврӑнӑшӗсен чирӗпе пурнӑҫран уйрӑлнӑ, тулаш сӑлтавпа — 41 проценчӗ, вар-хырӑм тата сывлӑш ҫулӗсен чирӗпе — 6,4 тата 5,4 проценчӗ.
Кӑҫал «Урожай» спорт обществин кубокне ҫӗнсе илессишӗн 14 команда тупӑшнӑ. Матчсем пӗр уйӑх иртнӗ: Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Йӗпреҫ, Комсомольски районӗсенче.
Пӗтӗмлетӳ вӑййи «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗнче иртнӗ. Етӗрнесене Шупашкар районӗ ҫӗнтернӗ. Йӗпреҫсем вара каҫалсене хыҫа хӑварнӑ.
Унтан Йӗпреҫ тата Етӗрне районӗсем тӗл пулнӑ. Йӗпреҫсем етӗрнесене 5:2 шутпа ҫӗнтернӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн тупӑшса Комсомольски районӗ Шупашкар районне ҫӗнтернӗ.
Республикӑра нумаях пулмасть «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонӗ старт илнӗ. Унтанпа пухмач пуянланма тытӑннӑ ӗнтӗ.
Пухмача Шупашкар ҫыннисем тата кунти предприятисем ытларах укҫа хывнӑ – икҫӗр пин тенкӗ ытла. Вӑрнар, Елчӗк, Йӗпреҫ районӗсем, Ҫӗнӗ Шупашкар хули те хастарлӑхӗпе палӑрнӑ.
Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем айккинче юлманнипе нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесем ҫулсеренех пулӑшӑва тивӗҫеҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ сусӑрсене воспитани паракан ашшӗ-амӑшӗ валли те каять. Шкулсемпе интернатсене вара ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа, теттесемпе, кӗнекесемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Укҫа-тенке хӑш район-хулара пухнӑ — ҫавӑнтах усӑ кураҫҫӗ. Хальлӗхе марафонра 1 миллион та 600 пин тенкӗ ытла пухнӑ.
Чӑваш Енре чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсенче тӑрӑшакан пултаруллӑ ӗҫченсене палӑртма конкурс ирттернӗ. Кӑҫалхине 61 заявка пырса ҫитнӗ: 37-шӗ — муниципалитет культура учрежденийӗсенчен, 24-шӗ — муниципалитет учреждейӗсенче ӗҫлекенсенчен.
«Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет музейӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» номинацие пӗрер заявка тӑратнипе ку енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман.
Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗсенчен Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшьелти, Комсомольски районӗнчи Урмайри, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсене палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |